Ытти пайӗсене кунта тупма пулать.
Ак авалхи пекех паян та
Пуҫтарӑнчӗ пур Шуршувар.
Чӳк тунӑ хыҫҫӑн вырӑн янтӑ:
Выля, ташла — тусан кӑлар.
Ку вырӑн паллӑ ачаран.
Лӑк тулчӗ халӑхпа ҫаран:
Ҫынсем хурт-хӑмӑр пек сӗрлеҫҫӗ,
Ут чуптарма тим хатӗрлеҫҫӗ
Яш-кӗрӗмсем; пурте — улшуҫ:
Хаклаҫҫӗ утсене чикан пек.
Якур юмахӗсенчи хан пек
Ухтер тихи ҫинче — Кавруҫ.
Кӗҫ ӑмӑрту пуҫланмалла.
Утсем пӗр йӗркере тӑраҫҫӗ;
Вӗсем хускалнӑ — шӑмараҫҫӗ:
Ӗҫне пӗлеҫҫӗ пулмалла.
Хайхи пуҫланчӗ! Ак тапранчӗҫ!
Ухтер тихи пырать малта.
Утсем ҫул тӑрӑх тапӑрланчӗҫ,
Нумайӑш юртрӗҫ хыҫалта.
Кавруҫ карт! туртрӗ чӗлпӗре:
Тихи ун ыткӑнчӗ мала.
Пит савӑнать Ухтер, хӗрет;
Пӗр май ӗрлет вӑл: «Хӑвала!»
Кӗрлет, сӗрлет халь Атӑл ту.
Ҫынсем ӑмӑртнине сӑнаҫҫӗ,
Шутлаҫҫӗ: ҫук, пулмасть тату.
Кавруҫ ятне час асӑнаҫҫӗ.
Чечек ӗҫ-пуҫ вӗҫне картмасӑр
Хӗрсе кайсах-мӗн хумханать,
Ҫапах ӑшра ҫех, кӑтартмасӑр,
Чӗрипеле пӑшӑрханать.
«Кавру-уҫ!» — йыш ҫӗлӗк ывӑтса
Шавпа тултарчӗ ҫарана.
Чечек телейлӗ; аранах
Вӑл тӑчӗ куҫҫульне тытса.
Кавруҫ ҫӗнтернине курма
Ҫул хӗррине ял-йыш лӑк тулчӗ,
«Вӗҫле-ет! — шавлать. — Тӑхта, мӗн пулчӗ?»
Тиха парт! пӑрӑнчӗ; урма
Пуҫланӑ ахӑр: вӑл сикет,
Пӗр чарӑнать те пӗр ӳкет;
Сиксе тӑрса ҫул урлӑ чупрӗ,
Сасартӑк чарӑнчӗ те утре,
Енчен енне кӑнн сулланса,
Вара йӑванчӗ тӑлланса.
«Кавруҫ! Ах-х! — илчӗҫ ахӑрса, —
Тиха вӗлерчӗ пусарса!»
Ҫак ӑнсӑртран сиксе тухни
Акатуйрисене хӑратрӗ,
Тӑнран ярса шалтах аптратрӗ:
«Ах, тем кӑтартӗ шуйӑхни».
Тӑна кӗрсессӗнех васкавлӑн
Пӗр харӑс ыткӑнчӗҫ ҫынсем.
Чечек те чупрӗ... Араскаллӑ
Пулмарӗҫ унӑн ҫак кунсем.
Кавруҫ выртать, ури аманнӑ,
Курнать, ытла та вӑйсӑрланнӑ.
Вӑл йынӑшмасть — ҫыртать шӑлне:
Ҫук, кӑтартмарӗ хӑмшӑлне.
Чупать Ухтер, васкать хуҫа,
Чӗтрет, хӑй кайнӑ талӑрса.
Тискерленсе сиксе пырса
Вӑл ҫапрӗ, тапрӗ Кавруҫа.
Ахлатрӗ халӑх: «Мӗншӗн, мӗншӗн
Вӑл кӳрентерчӗ каччӑна,
Тиха чупса ҫӗнтерейменшӗн
Ма айӑплас вара ӑна?»
Кавруҫ чӑрт! кайрӗ тилӗрсе,
Ӑшра халь ахӑрать ҫил-тӑвӑл!
Анчах ҫук тавӑрма — йӗрсе,
Куҫҫульсӗрех йӗрсе утать вӑл.
Чечек пурне те лайӑх курчӗ;
Курни вырнаҫрӗ чӗрере. —
Унта тем татрӗ вӑл, тем ҫурчӗ.
Туять хӗр: вӑрттӑн чун йӗрет.
Те шухӑшлав пуртти мӑкалнӑ:
Ӑс чул туне ишӗлтермест.
Ҫапах Чечек пӗлет: ҫухалнӑ
Ыр тивӗҫлӗх — чӗре сисет,
Кавруҫ пулманччӗ уншӑн хӑртӑк,
Анчах паян вӑл чи йӳнни.
Сапах килсе тухни сасартӑк
Ан пултӑр ӗмӗчӗ сӳнни.